Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Маншӑн чи пысӑ хаклав вӑл — Чӑвашлӑха юратни

(В.Г.РОДИОНОВ 60 ҪУЛ ТУЛТАРНӐ МАЙ)>>
«Ӑслӑ ҫынпа калаҫма та кӑмӑллӑ», - тенӗ Ф.М. Достоевский. В.Г.Родионов паянхи чӑваш литература ӑслӑлӑхӗн (наукин) ҫул-йӗрне палӑртаканӗснчен пӗри. Анчах Виталий Григорьевич тӗпчевҫӗ ҫеҫ мар - шухӑшлавҫӑ (философ) та. Вӑл шухӑшлать. «Эп кӑна хальлӗхе татса калама пултараймастӑп-ха, анчах эп шухӑшлатӑп», - ҫапла каланине унӑн лекцисенче те, кулленхи калаҫура та час-часах илтме пулать. Мӑртӑхнӑ та мӑтӑк, уйрӑмах пӑнтӑх шухӑш сулӑнчӑкӗнчен, тытӑмӗнчен хӑтӑлас текенсем Чӑвашра сайра. Хӑнӑхнӑ е хӑнӑхтарнӑ шухӑш йӗрӗпе чупать пирӗн ӑс-тӑн (евӗрлес, ҫынна курса тӑвас йӑла та ҫав ретри пулӑмах). «Эс каллех юта, ыттисене пӑхса шухӑшлатӑн», - тӳрлетет, асӑрхаттарать мана вӑл час-часах. Калаҫура Виталий Григорьевич хӑйӗн шухӑш йӗрне пусахласа йышӑнтармасть. «Хӑть те мӗнле шухӑш та пӗр енлӗ. Ҫӗр ҫинче ҫӗр тӗрлӗ кӗнчеле тенӗ чӑвашсем. Вунӑ ҫын калать – вуннӑшӗ те тӗрӗс пулма пултарать. Маншӑн сураҫтару (ҫураҫӑнас) философи тӗпре. Ку вӑл манӑн позици». Родионовпа эпир юнашар пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулса калаҫатпӑр. Эп хам ытларах тӗнче классикӗсемпе тата чӑваш ӑсчахӗсемпе калаҫататӑп (ӑшра, ӑспа). (Вӗсен кӗнекисене, ӗҫӗсене вуланӑ май. Эп ҫырнисемпе паллашнӑ ҫын пӗлет е тавҫӑрать пулӗ тетӗп эп хутшӑнакан авторсен ячӗсене – кампа ытларах хутшӑннине.) Родионовпа та эпир вӗсен шайӗнче калаҫма тӑрӑшатпӑр. Пахча (дача) ӗҫӗсем ҫинчен калаҫнине вӑл кӑмӑлламасть. Юратмасть… Кулленхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсенче те вӑл философилле пӗлтерӗш шырать, мана та калаҫура ҫав япаласен вӑрттӑнне шырама хавхалантарать. Вулакана эп ун хӑш-пӗр шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарасшӑн. Вӗсем Родионов вӑртӑнне, феноменне ӑнланмалларах тӑвӗҫ. (В.Г.Родионов хӑй пирки, хӑйӗн тӗнчекурӑмӗ, тӗнчетуйӑмӗ пирки кӑшкӑрса ҫӳремест. Анчах пире чӑваш аталпанӑвӗн векторӗ-координатне пӗлни кирлех.) «Наукӑри шухӑша ҫын ҫуратать», - тенӗ Л.Н.Гумилев «Биография научной теории, или Автонекролог» ӗҫӗнче. Ҫыннине шута илмесӗр унӑн шухӑшӗсене те эпир тӗрӗс те туллин ӑнланас ҫук…
Юрий Яковлев.
Хам эп хыҫалта... Пур урӑхла ҫынсем. Ялав йӑтса, амбразура ҫине выртас текенсем. Ман шутпа, ку вӑл чӑвашла мар - анӑҫла. Вӗсем – кӗрешӳ вӑйне кӑмӑллакансем. Пыраҫҫӗ вӗсем, ҫӗнтереҫҫӗ... Ҫеҫпӗл калашле, тимӗр урасемпе таптаса каҫса каяҫҫӗ тата ытти те – хӑрушӑ япаласем пулса каяҫҫӗ. Тума пулать урӑхла та. Ман лидер пек малта, ялав вӗҫтерсе: «Капла тӑвӑр, халӑхшӑн тӑрӑшӑр», - тесе пырас килмест… Ҫеспӗлӗн лирика геройне пӑх-ха, харкам герой ҫине. Хӑй хавхаланать, ҫунать вӑл. Чӗнсе пымасть. Ӳксе юлать…
Тӗрлӗ типлӑ, тӗрлӗ евӗрлӗ ҫынсем пулаҫҫӗ. Наци юхӑмӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем чӑваш ячӗпе хӑйсене ҫӗклеме ыйтаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене идеал, символ пек кураҫҫӗ, вӗсем урлӑ ҫын чӑваша юрата пуҫлать тесе шутлаҫҫӗ. Чӑвашӑн психологийӗ урӑхларах. Чӑвашлӑхшӑн ӗҫле - анчах ху ан каҫӑрӑл, мала тухса ан тӑр, пытан май килнӗ чухне. Анчах ҫав ӗҫе ту. Кашни ҫавӑн пек ӗҫлесен питӗ лайӑх пулмаллаччӗ - эпир вара тӳрех чӑваш идейине ярса илесшӗн, приватизацилесшӗн хамӑра валли. Ман вӑл тесе. ҫавӑнпа чапа тухасшӑн. Ун пек пулмасть вӑл. Эс чӑваш халӑхӗ ҫинчен, тен, ан та ҫыр. Чӑваш чӗлхипе усӑ курса чӑваш чӗлхине юратма вӗрент те – вӑл пулчӗ те. Эпир яланах ялав вӗҫтерсе пыма юрататпӑр умӗнче, шел пулин те.
Маншӑн чи пысӑк хаклав вӑл – чӑвашлӑха юратни. Повесть ҫырать-и ҫын, калав-и, сӑвӑ-и, очерк-и, тӗпчев е урӑх япала-и, анчах унта чӑвашлӑха юратни пулмалла. 1970-80-мӗш ҫулсенче литературӑна илемлӗхпе виҫмелле текен шухӑш сарӑлнӑччӗ. Этнологилле, этнографилле япаласене литература шутне кӗртместчӗҫ, йышӑнмастчӗҫ… Литература мар вӑл, илем (художественность) кирлӗ тетчӗҫ. Кайран культурологи модисем кӗрсе кайрӗҫ те – ҫавсемех культурологилле калаҫа пуҫларӗҫ. Ку вӑл литература мар текен япаласене философи, чӑваш шухӑшлавӗ теме пусларӗҫ. «Иван Юркин ҫыравҫӑ мар, вӑл сӑнар тума пӗлмест», - тетчӗҫ. Юркин пек чӑвашлӑха юрат-ха. Юркин, тӗрӗссипе, чӑваш наци прозин ашшӗ. Вӑл чӑн чӑвашла ҫырнӑ. Ун ӗҫӗсенче чӑваш чӗлхи, чӑваш тӗнчи тап-тасан янӑрать, сас парать. Ун умӗн маларах ҫырнӑ Игнатий Иванов чӑваш тӗнчи ҫине миссионерсен, вырӑс тӗнне йышӑнтарас текенсен куҫӗпе пӑхать...
Пурнӑҫра яваплӑх кирлӗ. Пирӗн, чӑвашлӑха парӑннӑ ҫынсен, ял, ентешлӗх шайӗнче шухӑшламалла мар. Пирӗн тивӗҫ – пӗтӗм халӑх пирки, ун шӑпи пирки шухӑшласси. Ҫемен Элкере пӑх-ха. Пултару ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех вӑл чӑвашлӑх енне туртӑннӑ. «Ху чӗлхӳне ан хурла», «Чӑваш хаҫачӗ» тата ытти статьясем ҫырнӑ вӑл «Хыпарта» (1917) ҫирӗм виҫҫӗре чухнех. Вилес умӗн тата (ултӑ ҫул маларах) епле чунне уҫса ҫырать вӑл:

Чӑн-чӑн поэт пулман пуль эпӗ,
Мана тӗсмест-тӗр ун хисепӗ.
Анчах поэзие юратнӑ,
Унпа пуҫа ҫех хытӑ ватнӑ.

Тен, эп прозаик, публицист та,
Хӑш чух редактор, журналист та.
Ӗҫленӗ хӗрӗх ҫул таран
Чӑвашлӑха савса чунтан.

Пӗр идея кирлӗ - чӑвашлӑха чунтан савни. Элкере ӑнланман, ун тӗнчине ют ҫын калама пултарать: «Поэзире ним те ҫук, прозинче ним те ҫук…». Анчах ун ӗҫӗсене пӗрле пӗрлештерсен – «Кушлавӑш уйӗ те, вӑрманӗ те». Пирӗн те, литературӑна тӗпчекенсен, сӑнар-илем пирки кӑна шухӑшламалла мар. Ҫав сӑнар-илеме ҫуратнӑ халӑх шухӑшлавне (менталитетне) яланах асра тытмалла. Пирӗн ӗҫсен тӗп шӑнӑрӗ вӑл пулмалла… Камӑн ҫав шӑнӑр ҫук – ун ӗҫӗсенче те шӑнӑр ҫук… Ниҫталлисӗр таҫталла. Пирӗн тӗллев вӑл – чӑн чӑваш пуласси. Наукӑна эп 1976 ҫулта кӗнӗ. Ун чухне литературӑна идеологизацилесе ҫитернӗччӗ. Йӑлт идеологи япали ҫырмалччӗ. Кичем. Хӑрушла кичем. Эп вара ирӗксӗрех фольклористикӑна, этнологине кӗрсе кайрӑм. Мӗншӗн тесен унта ирӗк, унта чӑваша мухтама, чӑвашӑн пуянлӑхне тем чухлӗ тӗпчеме пулать. Идеологи тӗлӗшӗнчен айӑпламаҫҫӗ те. Кунта та эп, хӑв калашле, «революци» турӑм пулмалла… Вӗрӳ-суру чӗлхисене, кӗлӗсене туртса кӑлартӑм. Тӗн япали тесе вӗсене ун чух «Революцичченхи чӑваш литератури» (1984) тома та кӗртмеҫҫӗ. Г.Ф.Юмартпа ӗҫлесе кӑлартмӑмӑр. Мӑн кӗрӳ такмакӗсене те. Хамӑн ӑслӑлӑх (наука) темине те (чӑваш сӑввин хӑй евӗрлӗхне тӗпчес ӗҫе) Ҫавӑн пек кӗрсе кайнӑ. Тӗпрен илсен, вӗт унта вӗрӳ-суру чӗлхисем, кӗлӗ сӑмахӗсем… Унччен тӗпчеме чарнӑ япаласем… Манччен вӗсене хӑранӑ тӗкӗнме те, калаҫма та… Мӗн чухлӗ пуянлӑх унта тӗрӗссипе. Ҫав сие туртса кӑлартӑм. Вӑт фольклорист пулса тӑтӑм та хайхи. Сӑвӑ тӗпчекен тап-таса поэтика япалипе ҫеҫ ларать. «Чувашский стих» (1992) тата ытти кӗнекесенче ман истори те пур, этнологи те, фольклористика та, тем те пур унта… Халӑх культури, халӑх чӗмӗ (духӗ), тӗрӗссипе каласан. Мускаври тӗнче институчӗн аспирантуринчен килсен ирӗксӗрех чӑваш литература историне ҫырма тиврӗ. «Чӑваш литератури Михаил Федоровран пуҫланнӑ», - тетчӗҫ ун чухне… Чухӑн тесен чухӑн пулан, пуян тесен пуян пулан. 18 ӗмӗре туртса кӑларма тиврӗ... С.Михайлова, В.Вишневские, В.Громова тата ыттисене те литератор пек кӑтартма тӑрӑшрӑм. (Ку ӗҫ ун чухне ҫӑмӑл пулман: тӗп хулари литературоведсем 1970- мӗш ҫулсенче хайлавӑн хапине (формине) ытларах тӗпчетчӗҫ.) Вӗсен ӗҫӗсем, паллах, тап-таса литература мар, анчах унта халӑх мифологийӗ, фольклор япалисем тата ытти те ъкерӗнсе юлнӑ. Пирӗн литература ҫакӑнтан тухать тесе ӗнентерес тесен ирӗксӗрех мифологине те, халӑх психологине те, археологине те… кӗрсе кайма тивет. Ҫапла вара эпӗ, хӑв калашле, универсал пултӑм та тӑтӑм. Мӗн пур сӑлтавӗ те вара – пӗрре. Чӑваша юратни, чӑвашлӑх мӑнаҫлӑхне ҫӗклессишӗн тапаҫланни, тӑрӑшни. Мӗн пур ӗҫ манӑн ҫавӑн тавра ҫаврӑнать. Пӗр чӗлхеҫӗ каланӑччӗ: «Пӗтерес пулать чӑваш литературине, ӑна вӗрентмелле мар. Чӗлхе кӑна вӗрентмелле . Чӑваш литератури ҫук вӑл».
«Сирӗншӗн ҫук, маншӑн пур, - теттӗм эп. – Эсир вуламастӑр та – Ҫук вӑл сирӗншӗн. Эп тӗпчетӗп те – маншӑн пур».
Пӗлмен япала ҫук пек туйӑнать. Пире ҫыхакан кӑшкар вӑл чӑвашлӑха юратни пулмалла. Пӗрин чӑвашлӑх витӗр курӑнать, ҫиелте выртать - теприн тӳрех куҫа курӑнса каймасан та пултарать. Ку ҫынна тӗпченӗ чухне вара йывӑррӑнтарах ҫырӑнать. Эппин е шаларах, тарӑнрах выртать е пачах та ҫук вӑл. Епле пулсан та пирӗн шаларах кӗрсе шырамалла… Археологи культурине ҫиелте шырама пулать те – ним те ҫук. Тепӗр метр чавса кӗтӗн те – тем те пур иккен унта… Ҫав пур-тӑк: ытти вӑл – хытти. Хваттер те, ытти те вӑл ҫула май пулмалла. 59 ҫулччен эп общежитире пурӑннӑ. Эп хваттер илессишӗн кӑна тӗнчере пурӑнатӑп пулсан – мӗн тума кирлӗ вӑл. Вил те – хваттерӳ те пӗтрӗ... Унсӑр пуҫне урӑх тӗллев кирлӗ-ҫке-ха. Ҫав тӗллев чи малта пулмалла. Ҫав туртса пырать пулсан пулсан – ыттисем курӑнмаҫҫӗ те вӗсем. Ҫынӑн идейӑсемпе чирлемелле. Ҫав идейӑсемпе кӗрсе кайса ҫуна пуҫласан, чунна ыраттара пуҫласан – вара ҫав ҫын телейлӗ. Ҫакӑнта телей уҫҫи. Шел, эпир урӑх, ют модельпе кӗрсе каятпӑр: «Ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ те – пирӗн те ҫапла тумалла». Тӗллев вара пирӗн чӑн чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тухасси пулмалла… Ҫеҫпӗлӗмӗр калашле, ҫӑлӑнӑҫ енне ҫул хывасси…


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-23 14:53:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5177 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем